Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Кÿкеçри I - мĕш № вăтам пĕлÿ паракан шкул»МБВУ-че Чăваш чĕлхи кунне халалласа ачасем тата шкул ĕçченĕсем «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2019» акцие хутшăнчĕç. Кашни çулах шкулта вĕрентекенсемпе вĕренекенсем диктант хаваспах çыраççĕ. Кăçал та диктант çырма вун саккăрăн кăмăл турĕç . Диктант тексчĕ чăвашсен мухтава тивĕçлĕ I-мĕш театр артистки, киноактриси Тани Юн çинчен «Мăнаçлăхăмăр, мухтавăмăр…» ятлă. Текст авторĕ Владислав Николаев çыравçă, журналист. Диктанта тĕрĕслесе пĕтĕмлетнĕ хыççăн: «5»паллă илекенсем – Никифорова Екатерина (9 а), Ипатьева Алиса (9 а), Пименова Нина Гурьевна вĕрентекен, Кудряшова Светлана Ивановна медицина ĕçченĕ, Алексеева Елена Александровна вĕрентекен, Осипова Татьяна Николаевна, Горшкова Венера Геннадьевна вĕрентекен, Степанова Надежда Викторовна вĕрентекен, Васильева Алиса Терентьевна вĕрентекен, Егорова Елена Всеволдовна вĕрентекен, Иванова Светлана Юрьевна вĕрентекен; «4»паллă илекенсем: Михайлов Константин (9 а), Смелова Анна (7 б), Васильева Екатерина(7 б); Каймакова Валерийăн, Семĕнова Гелийăн, Трифонова Наталийăн,Сергеева Анжеликăн кăштах «4» палла çитеймен.. Çапла пурне те малашне ăнăçу сунас килет.