Чăвашла тĕрĕс çыратпăр

 

           Нарăс уăхĕн 18-мĕшĕнче «Кÿкеçри 1-мĕш №-лĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул» МБВУ-че 7-9 класра вĕренекенсем хушшинче «Чăвашла тĕрĕс çыратпăр» конкурс иртрĕ. Ку ăмăрту Тăван чĕлхе эрнинче (14.02.–21.02.2019ç.) палăртнă меропритисенчен пĕри пулчĕ. Хăйсен пултарулăхне вĕренекенсем чăвашла диктант çырса тĕрĕслерĕç.  Тĕлĕнмелле, чи таса та йăнăшсăр çыракансем ар çын ачасем пулчĕç. Маттурсем! 9 А класра вĕренекен Михайлов Костя, 8 В класра вĕренекен Ефимов Андрей, 8 Б класра вĕренекен Кротков Дима. Малалла та çак пултаруллă каччăсене ăнăçу сунатпăр.