Ака уйăхĕн 27 мĕшĕнче район библиотекинче «Кÿкеçри 1-мĕш№-лĕ вăтам шкул» МБВУ-йĕн 8 а класс вĕренекенĕсемпе тĕл пулу иртрĕ. Тĕл пулăва чăваш халăх писатĕлĕ, Михаил Николаевич Юхма килнĕ. Ку мероприятие Чăваш Республикинче «Чăваш чĕлхи кунĕ» уявне халалланă. Михаил Николаевич ачасене хăйĕн пурнăçĕнчи интереслĕ событисене çутатса пачĕ, чăваш историне тĕпчес туртăм ăçтан тухнине каларĕ, ачасене те историе юратма, тĕпчеме хистерĕ. Вĕренекенсене Ю хма Мишши хăйĕн кĕнекисемпе паллаштарчĕ, чăвашсен паттăр çыннисем çинчен пĕлтерчĕ. Юлашкинчен ачасем Михаил Николаевича тав сăмахĕ каласа сăвăсем выласа пачĕç. Мероприятипе пурте кăмăллă пулчĕç.