«Туслăх хĕлхемĕ-2017»

Ака уйăхĕн 13- мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи тĕп библиотекăра «Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль иртрĕ. Унта Шупашкар районĕнчи шкулсенчен чи пултаруллă та хастара часем пуçтарăннă. Çак фестивалĕн«Çăлтăрчăк» вăйă- конкурсне хутшăнма пирĕн шкултан 8 б класра вĕренекен Иванова Екатерина тивĕçлĕ пулнă. Конкурс пуçланиччен чăваш халăх çыравçипе, сăвăçипе – ЮхмаМишшипе тĕлпулу иртрĕ. Михаил Николаевич ачасене хăйĕн пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ, пултарулăхĕпе паллаштарчĕ, чăваш чĕлхине малашне те тăрăшса вĕренме хистесе хайĕн кĕнекисене парнелерĕ. Конкурса хутшăнакансене ăнăçу сунчĕ. Юлашкинчен пурте асăнмалăх сăнÿкерчĕксем тума хапăл турĕç.