Паян, ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, «Кÿкеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 1-мĕш номерлĕ вăтам шкул» МБВУ-че Чăваш Енре Аттепе анне çулталăкне тата чăваш чĕлхи куне халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2017» иртрĕ. Акцие хутшăнма кăçал 9-мĕш класра вĕренекенсем кăмăл турĕç, чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесе пăхас терĕç.