Кÿкеçри 1-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ

Кÿкеçри 1-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ. Программăра И. Я. Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне тишкересси, унăн калавĕсемпе паллашасси тата вырăсла куçарасси, районти библиотекăсенче, «Бичурин тата паянхи пурнăç» музейра тĕл пулусем ирттересси, «Чĕвĕлти чĕкеç» вăйă-конкурс  пĕтĕмлетĕвне тăвасси. Шкул ачисем пур мероприятисене те хастар хутшăнаççĕ, чăваш чĕлхин пуласлăхĕ пирки хĕрсе калаçаççĕ, чăваш халăхĕн хальхи тата иртнĕ пурнăçне тишкереççĕ.